Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.3 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Чулхула облаҫӗ

«Хавал-2011» уйлӑхра
«Хавал-2011» уйлӑхра

«Хавал-2011» ҫуллахи уйлӑх (лагерь) вӗҫленчӗ. Вӑл иртнӗ вырсарникун, утӑн 17-мӗшӗнче пуҫланчӗ те, паян, утӑн 24-мӗшӗнче, хӑйӗн ӗҫне вӗҫлерӗ. Пӗтӗмлетнӗ май пурӗ алла яхӑн ҫын (ваттисемпе ачасене, хӑнасене шутласан) хутшӑнчӗ теме пулать.

Кӑҫал «Хавал» Сӑр хӗрринчи Пӗрремӗш Выҫҫӑлкӑ (Етӗрне районӗ) ялӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ Таланцев купсасен хуҫалӑхӗн ҫӗрӗ ҫинче иртрӗ. Ӗлӗк-авал кунта Пугачев ҫарӗсем иртнӗ тет. Чӑн та вырӑнӗ питӗ меллӗ те илемлӗ.

Уйлӑха кашни ҫул «Ӑнӑҫу чӗлхи» («Язык успеха») ют чӗлхесен шкулӗпе Чӑваш Республикинчи Ҫамрӑксен эсперанто-пӗрлешӳ пулӑшнипе «Хавал» чӑваш обществӑлла организаци ирттерет. Уйлӑхра ҫамрӑксем (аслисем те пур!) пӗрле пухӑнса чӑваш чӗлхи вӗренеҫҫӗ, чӑваш культурипе ҫывӑхрах паллашаҫҫӗ. Чӑваш йӑли-йӗркипе истори пирки ятарласа чӗннӗ хӑнасем каласа параҫҫӗ. Сӑмахран, эрнекун, уйлӑхра Виталий Петрович Станьял пулчӗ, 50-60 ҫул каяллахи пурнӑҫа сӑнласа пачӗ, ӗлӗкхи йӑласене хальхи вӑхӑта кӗртмелли пирки тата ытти кӑсӑклӑ ыйтусем пирки каларӗ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://cv-haval.org
 

Костин урамӗнчи лару-тӑру
Костин урамӗнчи лару-тӑру

Вырсарникун Чулхула юр айне путнӑ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх ӗнерпе паян виҫӗ уйӑх ҫумалли юр ӳкнӗ. Вырӑнӗ-вырӑнӗпе 20-30 см юр ҫуса лартнӑ. Хӗл паян та мар, ӗнер те мар ларнӑ пулин те хулара чӑннипе те хӑйне евӗр ахӑр-самана пуҫланнӑ. Комунналлӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсен ӗҫӗ курӑнманнипе пӗрех — ӑҫта та пулин ҫитес тесен ҫуран утма тивет, ҫулсем пӑкӑланса ларнӑ, автобус-маршрутка таврашне кӗтсе илме хӗн. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Олег Кондрашов пӗтӗмӗшле лару-тӑруна «юр катастрофи» тесе палӑртнӑ.

Унсӑр пуҫне вырсарникунхи ҫанталӑк Чулхулари чылай ял-хулана ҫутӑсӑр хӑварнӑ. Хальхи вӑхӑтра 6 районти 48 ял электричествӑсӑр ларать.

Чулхула администрацийӗ ҫулсене юртан тасатма хулара вырнаҫнӑ салтаксемпе курсантсене явӑҫтарасшӑн. Комуналлӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсене кӑна шансан хулана ҫӑлма май ҫук тесе шутлаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра хулана тасатма 272 тӗрлӗ техника хутшӑнать: автогрейдерсем, юр тасатмалли машинсем, тракторсем, самосвалсем.

Чулхула ҫыннисен кӗтме ҫеҫ тивет.

 

Шупашкарти маршрутлӑ таксисем. Админ сӑнӳкерчӗкӗ
Шупашкарти маршрутлӑ таксисем. Админ сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх Чӑваш Енри ҫул хакӗ кӑҫалхи 10 уйӑх хушшинче 5% кӑна ӳснӗ. Хулара — унтан та сахалтарах, 4,8% ҫеҫ. Ведомство пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх пирӗн республикӑри хаксем Атӑлҫи тӑрӑхӗнче ыттисенчен пысӑк мар. Хулара халӑх 10 тенкӗ тӳлет — мартшрутлӑ автобуссенче те, троллейбуссенче те, ахаль автобуссенче те хакӗ пӗрех.

Танлаштарса пӑхсан ҫул хакӗ Пушкӑртстанра чи хакли — унта пӗр енне ҫитмешкӗн 15 тенкӗ тӳлеҫҫӗ (эп пурӑнакан Чулхулара пӗр вӑхӑт хӑш-пӗр маршрутлӑ таксисенче 20 тенкӗ тӳлени те асрах-ха /халӗ 14 тенкӗ/). Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх чи йӳнӗ хак Мӑкшӑ республикинче — халӑх 9 тенкӗ те 21 пус ҫеҫ тӳлет иккен (21 пусне епле тӳлени пирки пӗлтермеҫҫӗ-ха...). Ӗренпур облаҫӗнче электротранспортра (троллейбус) ярӑнма вара 8 тенкӗ ҫеҫ кирлӗ. Самар облаҫӗнче троллейбусра вара 14 тенкӗ таран кӑларса пама тивет.

Чулхула облаҫӗнче нумай пулмасть электротранспортри тӳлеве ӳстерме шут тытнӑ — хальхи 11 тенкӗрен 12 тенке ҫити.

Малалла...

 

Семиловӑри пушар
Семиловӑри пушар

Чулхула облаҫӗнчи Выкса районне кӗрекен Семилово ялта пысӑк инкек сиксе тухнӑ — 34 киллӗ ялта 25 ҫурт ҫунса кӗлленнӗ. Хӑрушӑ пушар утӑн 25-мӗшӗнче, вырсарникун, алхаснӑ. Вырӑнти МЧС пӗлтернӗ тӑрӑх пӗр ҫын та суранланман. Кил-ҫуртсар юлнӑ ҫынсене (ялта пурӗ 49 ҫын пурӑннӑ) юнашарти Ҫӗнӗ Дмитриевкӑри шкулта вырнаҫтарнӑ. Халӗ вӗсемпе психиатрсем ӗҫлеҫҫӗ.

Пушар Кисан облаҫӗ енчен килнӗ иккен, ун лаптӑкӗ 2 пин гектара сарӑлнӑ. Вут-ҫулӑм хальхи вӑхӑтра Сноведьпе Норковка ялсемпе, Осиповкӑпа Унор посёлоксем патне ҫывхарать. Вӗсенче пырӑнакан ҫынсен те хӑйсен килӗсене пӑрахса кайма тивет пулмалла.

Пушарпа пурӗ 437 ҫын кӗрешет, вӗсене пулӑшма салтаксене те янӑ.

 

Чулхула облаҫӗнчи Урен районӗнче ҫӗнӗ АЭС туса лартасшӑн. Ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Урен районӗн земство пухӑвӗн депутачӗсем ку ыйтӑва татса панӑ — атомлӑ электростанцине вырнаҫтарма килӗшнӗ. Ку пӗрремӗш тапхӑр кӑна-ха. Малалла область пуҫлӑхӗсем «Росатом» ПК-па килӗшӳ пусма хатӗрленеҫҫӗ.

Раҫҫей Федерацийӗн энергетика тӗлӗшӗпе тӗп аталанӑвӗн планӗ тӑрӑх Чулхула облаҫӗнче 2020 ҫулччен икӗ объект хӑпартмалла — пӗри АЭС, тепри — пӑспа газ электроцентралӗ. Унӑн хӑвачӗ 900 МВт. АЭС хӑвачӗ — 2400 МВт, вӑл икӗ блокран тӑрӗ. Малашне, вӑхӑт ыйтсан, ӑна ӳстерме те пулӗ. Электростанцине 2016 ҫул тӗлне туса лартма палӑртаҫҫӗ, 2020 ҫул тӗлне вара хута ярасшӑн.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, [11]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.07.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 24 - 26 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере хӑнана чӗнсен ан хирӗҫлӗр — унта усӑллӑ паллашусем пулӗҫ, ҫӗнӗ туссем тупатӑр, Пуҫри «таракансене» йӗркене кӗртессишӗн ан тӑрӑшӑр, юратнӑ ҫынна та ку енӗпе ан тарӑхтарӑр - кӑмӑл хуҫӑлӗ кӑна. Ку эрнере кӑмӑл вара лайӑх, ҫӑлтӑрсем лайӑх хыпар е кӑмӑллӑ тӗлпулу пулассине систереҫҫӗ.

Утӑ, 27

1932
93
«Кол­хозник ҫулӗ» (халӗ «Тӑван Ен») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1988
37
Ефимова Серафима Мироновна, Чӑваш Радиовӗн пӗрремӗш дикторӗсен пӗри вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй